Литература лаҫҫинче ӗҫлекен тӑван чӗлхе шӑпишӗн пӑшӑрханмасӑр тӑма пултараймастех, анчах ҫакӑншӑн Митта Ваҫлейӗ сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, критик чухлӗ никам та шар курман. Сталин тӗрмисенче 17 ҫул айӑпсӑр тертленнӗ поэт. Унтан таврӑнсан чӗри тӳсеймен, 1957-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Ҫыравҫӑсен ушкӑнне Аслӑ Арапуҫӗнчи "Ҫӑлкуҫ" халӑх фольклор ансамблӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Митта ячӗпе хисепленекен шкулта сӑвӑҫӑн кӗтесӗ пур, вӗрентекенсем ҫӗнӗ ӑрӑва унӑн пултарулӑхӗн пӗлтерӗшне тарӑн ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
Ялта Митта Ваҫлейӗпе курса калаҫнине астӑвакан икӗ ҫын пурӑнать: поэтӑн аппӑшӗн икӗ ывӑлӗ - Яковпа Иван Степановсем.
Чӗмпӗрти чӑваш педагогика техникумӗнчен, Мускаври Горький ячӗллӗ литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Митта Ваҫлейӗ тӗрлӗ ҫулсенче шкулта, Патӑрьел тӑрӑхӗн хаҫачӗн яваплӑ секретарӗнче, Чӑваш АССРӗн радиохыпарлав комитечӗн редакторӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче ӗҫленӗ, вилес умӗн икӗ ҫул "Тӑван Атӑл" альманахӑн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн "Кӑмӑл", "Кӑмӑлтан" сӑвӑ пуххисем кун ҫути курнӑ, хыҫҫӑн ытти кӗнекисем, 2004-2005-мӗш ҫулсенче тухнӑ икӗ томлӑ "Ҫырнисен пуххинче" унӑн пултарулӑх еткерӗпе, ҫав шутра кун кӗнекипе те, туллин паллашма пулать. Астӑвакансем пур чухне, асилӳсене пичетлесен те аван пулмалла.
Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫ чӑнлӑхне асап тӳссе тупнӑ вилӗмсӗр йӗркисем - ваттисен сӑмахӗсем пек. Тӗслӗхрен, "Кун-ҫулӗ кӑлӑх пулмасассӑн, вилсен те пурӑнать этем". Ҫакӑ - поэт хӑйӗн ҫинчен малашлӑха курса каланиех.
Марина Карягина, Михаил Солин