Салтак фляжкипе котелокӗ паян кун та упранать

Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ проектра Куславкка районӗнчи Василий Шидиков ветеран шӑпи.

Воронеж тата Украина фрончӗсем, Сталинградшӑн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫу, Европӑн 5 ҫӗршывӗ - вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче темӗн те тӳссе ирттернӗ, таҫта та пулса курнӑ. Сӑмах - Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх ялӗнче пурӑннӑ Василий Шидиков пирки. Салтакӑн наградисем, упранса юлнӑ япалисем ҫинчен пире ывӑлӗ Иван Шидиков каласа кӑтартрӗ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров