"Чӑваш чӗлхи арчара". Ячӗ хӑйех калать - унта чӗлхене ӑша хывма пулӑшакан кӑсӑклӑ хатӗрсем упранаҫҫӗ: ручка-кӑранташран пуҫласа ноутбук таранах.
Хальхинче урока аслӑ шкулти медицина факультетӗнче вӗренекенсемпе ирттерчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш сӑмахӗсене пуҫласа илтрӗ. Пирӗн халӑх мӗншӗн сарӑ тӗсе килӗштернине пӗлчӗҫ, "маттур" тата "салам" тесе калама вӗренчӗҫ. Урок 30 минут кӑна пырать пулин те, вӗренекенсем чылай ҫӗннине пӗлме ӗлкӗреҫҫӗ. Вӑл шутра Чӑваш патшалӑх символӗсемпе паллашаҫҫӗ. Ҫакӑн пек уроксем пӗчӗк ачасене те, ҫитӗннисене те кӑсӑклӑ.
Проекта 2021-мӗш ҫулта пуҫарнӑ. Унтанпа 500 ытла урок ирттернӗ. Проект ертӳҫи Алена Иванова волонтерсемпе Тутарстанпа Чӗмпӗр облаҫне те ҫитсе килнӗ. Чӑваш чӗлхине тӗрлӗ пӗрлешӳре анлӑрах сарас тӗллевпе хальхинче урока Обществӑлла пулӑшу штабӗнче йӗркелерӗҫ.
Надежда Александрова, Святослав Петров