Рольсенче вылямасть, сӑнар пурнӑҫӗпе пурӑнать

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 40 ҫула яхӑн ӗҫлекен Валентина Иванова Чӑваш халӑх артисчӗ паян ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать.

"Ӗҫе уява кайнӑ пек ҫӳретӗп" текен Валентина Иванова чукун ҫул хӗрринче, Канаш районӗнчи Уйкасра 6 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Унталла-кунталла вӗлт те вӗлт хутлакан пуйӑссем хӗрачана ӗмӗт тӗнчине илсе кайнӑ: ӑҫта ларса ҫитме пулать-ши вӗсемпе, ҫӗр ҫинче мӗнле пысӑк хуласем пур-ши? Пӗчӗкскере балерина пулас килни канӑҫ паман. Ачаран илӗртнӗ пуйӑс ял хӗрне Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ шкулне илсе ҫитернӗ. "Рольсенче эпӗ вылямастӑп, сӑнар пурнӑҫӗпе пурӑнатӑп", - тет Валентина Аркадьевна. Ялан шыраври артист ҫитӗнӗвӗсемпе лӑпланса лармасть. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл - чылай конкурс ҫӗнтерӳҫи. Ҫӗршыв тӑрӑх гастрольте ҫӳренӗ чухне те, театр фестивалӗсенче те Чӑваш халӑх артисчӗ хатӗрлекен тӗрлӗ характерлӑ рольсене хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ, уйӑрса палӑртаҫҫӗ. 

 

Марина Карягина