Республикӑри театр ӗҫченӗсен Союзӗ пӗтӗмлетӳпе суйлав конференцине пухӑнчӗ

Кӑҫалхипе вӑл 9-мӗш хут иртрӗ. Ку таранччен пӗрлешӗве 2011-мӗш ҫултанпа Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев анӑҫлӑ ертсе пынӑ.

Малашне ҫак обществӑлла ӗҫе Чӑваш академи драма театрӗн артисӗ Сергей Павлова туса пырӗ. 

Пӗтӗм Раҫҫейри театрсен пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ мӗн йӗркеленнӗренпе, 1943-мӗш ҫултанпа, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Сцена ӑстисене Культура министрӗ Светлана Каликова саламларӗ, яланах пӗр чӑмӑрта пулнишӗн, йывӑрлӑхсене пӗрле татса пама пултарнишӗн тав турӗ. Ҫавӑн пекех шухӑша яракан ҫӗнӗ спектакльсем кун ҫути кӑтартнӑшӑн ырларӗ. Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ - артистсене хӳтелекен организаци. Сцена ӑстисен е пултарулӑх ушкӑнӗсен уяв каҫӗсене ирттерме самай пулӑшать. Унсӑр пуҫне ку е вӑл артистӑн инкек тавраш сиксе тухсан е чирлесен тӗрев парать. Ҫавӑн пекех пӗрлешӳ Союзра тӑракан артистсене ҫӗнӗ проектсем пуҫарма хавхалантарать.

 

Алена Артемкина, Виктор Степанов