Республикӑри тата унӑн тулашӗнчи 50 ытла купӑсҫӑ ӑсталӑхне онлайн фестивальте кӑтартнӑ

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ купӑсҫӑсен фестиваль-конкурсне ирттернӗ.

Унта профессионалсем те, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ купӑсҫӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем республикӑри 17 районта пурӑнакансем, Мари Элтан тата Мурманск облаҫӗнчен. Купӑсҫӑсен репертуарӗнче халӑх юррисем, такмаксем тата хальхи авторсен юррисем. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар районӗнчи Валерий Васильев тивӗҫнӗ. 

 


Надежда Александрова