Республикӑри сцена ӑстисем хӑйсен ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗпе ҫамрӑксене паллаштараҫҫӗ

Ӑсталӑх урокӗсене Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен театрӗсен фестивалӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Пӗрремӗш тӗл пулу Культура институтӗнче иртрӗ.

Николай Соколов артист аллинче чӗрӗп-пукане чӗрӗлет тейӗн. Вӑл кирек епле сӑнар туйӑмне те уҫса пама пултарать. Николай - Пукане театрӗнче 6-мӗш ҫул ӗҫлет. Ҫавӑнпа та сцена ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакан ҫамрӑксене каласа памалли унӑн нумай. Ӑсталӑх сехечӗ вӗҫленсен те студентсем артиста чылайччен ямарӗҫ. Хӗрсемпе каччӑсем хӑйсем те пуканесемпе тӗрлӗ сӑнар калӑпласа пӑхрӗҫ. Ҫакӑ чӑннипех те кӑткӑс та питӗ яваплӑ ӗҫ пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Мастер-классене культура институчӗн студенчӗсем кӑна мар, ытти вӗренӳ учрежденийӗнче пӗлӳ пухакансем те хутшӑнаҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов