Республикӑри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ отчётпа суйлав пухӑвне ирттерчӗ

Калем ӑстисен союзне виҫӗ ҫул Лидия Филиппова ертсе пынӑччӗ, халӗ унӑн тивӗҫне ҫӗнӗ председатель хӑй ҫине илчӗ. 

Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен пӗрлӗхӗнче паянхи куна 129 ҫыравҫӑ: чи асли 91-те, чи ҫамрӑкки 24 ҫулта. Иртнӗ виҫӗ ҫулта 16-шӗ пиртен яланлӑха уйрӑлса кайнӑ. Йышӑннӑ йӑлапа, вӗсене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ. Ӗҫлӗ пуху пултаруллисене чысланинчен пуҫланчӗ. Лидия Филиппова Союз ертӳҫи пурнӑҫа кӗртнӗ ӗҫсем ҫинчен анлӑн каласа пачӗ. Пӗрлӗх Чӑваш кӗнеке издательствипе, республикӑри библиотекӑсемпе таччӑн ҫыхӑнса ӗҫлет. Чӑваш наци наукӑпа искусство академийӗпе, Чӑваш журналисчӗсен союзӗпе, Тутарстанри Нурлат хулинчи чӑваш ҫыравҫисен "Асамат кӗперӗ" литература пӗрлешӗвӗпе килӗшӳ тунӑ, инҫетри йӑхташсем патӗнче тӗлпулусем йӗркелесе ирттернӗ. Ҫыравҫӑсен пӗрле пухӑнса татса памалли ыйтусем самай пуҫтарӑнни туйӑнать. Малашнехи ӗҫре усӑллӑ пулма кирлӗ сӗнӳ-канаш та чылай пулчӗ. Ҫыравҫӑсем хальхинче сасӑлава уҫҫӑн ирттерме йышӑнчӗҫ. Нумайрах сасӑ пухса тепӗр виҫӗ ҫуллӑха Союза ертсе пыма Улькка Элмен (Ольга Куликова) прозаика суйларӗҫ. 

Марина Карягина, Олег Цыпленков