Паянхи кун республикӑри Профессионал писательсен пӗрлӗхӗнче 128 ҫыравҫӑ шутланса тӑрать. Ҫак йышра - литература тӗпчевҫисем те. Писатель ӗҫӗ - вулакан умӗнче. Вулакан патне паха хайлавсем ҫитсе тӑччӑр тесе вара тӑтӑшах тӗлпулусемпе кӗнеке уявӗсем йӗркелеҫҫӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, "Тӑван Атӑл" журнал, хаҫатсем ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Пухура педагогика университетӗнчи филологи факультетӗнче ҫамрӑксене сӑмах илемне туйма вӗрентекен тӗпчевҫӗсем юлашки 3 ҫулта пичетленнӗ хайлавсене тишкерчӗҫ. Николай Осипов ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта чӑваш прозаикӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Ольга Скворцова филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ 3 ҫул хушшинчи поэзи аталанӑвне тӗпченӗ. Вӑл та ҫитӗнӳ пуррине асӑрханӑ: сӑвӑҫсем нумай жанрпа ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗнӗлӗх шыраҫҫӗ.
Аслӑ ӳсӗмрисене ҫамрӑк ҫыравҫӑсем вӑй илсе пыни савӑнтарать. Союзра вӗсемпе ӗҫлекен уйрӑм секци пурри пултаруллӑ яш-кӗрӗме шкул саккинченех асӑрхаса аталантарма май парать.
Ҫитес 3 ҫуллӑха ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйласси - яваплӑ пулӑм. Ҫыравҫӑсем ҫак тивӗҫе пӗр саслӑн тенӗ пек Сергей Павлов Чӑваш халӑх писательне шанса пачӗҫ.
Сергей Павлов ҫыравҫӑсене хавхалантармалли ҫӗнӗ майсем шырасшӑн. Тӗслӗхрен, 13 ҫул каялла, вӑл союза ертсе пынӑ вӑхӑтра, республика ертӳлӗхӗпе тӗрлӗ ҫулти ачасем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсне йӗркелеме калаҫса татӑлайнӑччӗ. Ку пуҫару ӑнӑҫлӑ аталанса пынине кура вырӑсла куҫаракансенпе литература тӗпчевҫисем валли те грантсем уҫма сӗнесшӗн.
Марина Карягина, Алексей Енейкин