Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотекинче культура волонтёрӗсен центрӗ уҫӑлчӗ

Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче халӗ куравсем йӗркелеме, тренингсемпе тӗл пулусем ирттерме пулать. Унта "Культура волонтёресӗм» Добро.Центр уҫӑлчӗ. 

Культура пуҫарӑвӗсемпе волонтер проекчӗсене халӗ библиотекӑрах пурнӑҫлама пулать. Ҫакна валли кунта ятарлӑ центр йӗркеленӗ. Библиотекӑра ӗҫлекенсем малтанах ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченӗ, унтан проект хатӗрлесе ӑна хӳтеленӗ. 

Культура волонтёрӗсен пӳлӗмӗнче пӗчӗк юсав тунӑ, кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. Хастарсем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнаҫҫӗ. 14 ҫул тултарнӑ кашни ҫын культура волонтерӗ пулма пултарать. Пӗрлешӗвӗн сайтӗнче регистраци кӑна тухмалла.

 

Диана Иванова, Елена Буинцева, Вадим Владимиров