Республикӑра йӑлана кӗнӗ "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ *

Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче сцена ӑстисене кӑҫалхипе 23-мӗш хут палӑртрӗҫ. Лауреатсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ чаплӑ уявра чысларӗҫ. 

Республикӑри театрсем конкурса 10 спектакль тӑратнӑ. Хамӑр регионти тӳресемпе пӗрлех ӗҫсене Мускавран, Питӗртен килнӗ критиксем хакланӑ. Вӗсен шухӑшӗпе Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн "Сказка о ежике, волшебном лесе и еще кое о чем.." ятлӑ постановки питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Вӑл тӳрех 3 парнеллӗ пулчӗ. Ку ӗҫ "Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ" номинацире ҫӗнтерчӗ. Постановкӑна музыкӑпа илемлетнӗшӗн Андрей Галкин композитора чысларӗҫ. Унҫар пусне спектакле лартакан Денис Андронов режиссер Раҫҫейри театр деятелӗсен ятарлӑ парнине - пултарулӑх командировкине тивӗҫрӗ. Сценӑна илемлетнӗшӗн Елисей Шепелёв художник "Сӑр чикки" оперӑпа ҫӗнтерчӗ. "Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль" - Вырӑс драма театрӗн "Братья Карамазовы" спектакльти Смердяков сӑнарне калӑпланӑ Владислав Савельевӑн. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче. Мария Ладо пьеси тӑрӑх лартнӑ "Айӑпсӑр чун" спектакльти Кӳршӗ сӑнаршӑн Александр Кураков "Чи лайӑх арҫын ролӗ" номинацире мала тухрӗ. 

"Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинаци ҫӗнтерӳҫи Венера Пайгильдина пулчӗ. Вӑл Ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишши романне тӗпе хурса лартнӑ "Куккук куҫулӗ" спектакльте Эльза сӑнарне ӑста вылять. 

Спектакль режиссёрӗ - Раҫҫей Федерацин тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев. Пысӑк ӗҫе сцена ҫине кӑларма Мускав драматургӗ Михаил Башкиров та пулӑшнӑ. Пӗтӗмӗшлӗ Ҫамрӑксен театрӗн ӗҫне те тӳресем чи пысӑк хак пачӗҫ. Тӗп номинацире - "Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакльте" - "Куккуль куҫҫулӗ" постановка ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. Шухӑша яракан, чӑннипех те кӑсӑклӑ ӗҫ. "Чӗнтӗрлӗ чаршавра" артистсене ҫавӑн пекех тӳресен ятарлӑ дипломӗсене парса хавхалантарчӗҫ.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова