Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнче те халӑх хӗвӗшрӗ. Программа пуян та тӗрлӗ енлӗ. Ҫанталӑкӗ ыйтса илнӗ пекех ырӑ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри куракан умне тухакан ушкӑнсем чӑвашла та, вырӑсла та, тутарла та юрларӗҫ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартрӗҫ. Спортра ӑсталӑхне туптакансене те хавас пулчӗҫ хулара пурӑнакансем. "Пултарулӑх тӗнчи" ӳнер студийӗ йышӑннӑ лаптӑка вара ача-пӑча сырса илчӗ. Илемлӗ картинӑсенчен хатӗрленӗ куравпа хавхаланса хӑйсем те алла киҫтӗк тытрӗҫ. Ӑстасем тӗссен килӗшӗвӗ, ӳкерес ӗҫри вӑрттӑнлӑхсем пирки каласа пачӗҫ пӗчӗк хӑнасене.
Алиса Александрова, Святослав Петров