Республикӑра "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 20-мӗш библиотека хута ячӗҫ

Хальхи вулавӑш майӗсемпе малашне Тӑвай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те усӑ курма пултарӗҫ. 

Ҫӗнӗ вулавӑш Тӑвайри культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл финанс пӗлӗвне халалланӑ библиотека пулӗ. Унта пултарулӑхпа тавракурӑма аталантарма тӗрлӗ май йӗркеленӗ. Вулавӑш ҫӗнӗ кӗнекесемпе, сӗтел-пуканпа, компьютерсемпе тата интерактивлӑ техникӑпа пуянланнӑ. Халӗ вӑл пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли центр пулса тӑнӑ. Кунта вулав залӗсӗр пуҫне, вӗренекенсем валли уйрӑм аудиторисем, пултарулӑх кӗтесӗсем, тӑван тавралӑх пӳлӗмӗ пур. Ал ӗҫ кружокне ҫӳрекенсем чӑваш эрешӗсем тӑвакан ятарлӑ машинпа усӑ кураяҫҫӗ. Кунтах Чӑваш наци музейӗнчен илсе килнӗ "Ҫемье тымарӗсем" фотокурав ӗҫлет. Вӑл чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллаштарать. Вулавӑшра тӗрлӗ кружок, ӑсталӑх сехечӗсем йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Библиотека фончӗ те пуянласах пырӗ. 

Оксана Верликова, Игорь Зверев