Республикӑра Чӑваш тӗррин кунне паллӑ турӗҫ

Патшалӑх шайӗнче ӑна 2020-мӗш ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл халӑх йӑли-йӗркин пуянлӑхӗпе илемне сӑнлакан пулӑм пулса тӑчӗ. Тӗрӗ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху та кашнинче ҫӗнӗлӗхпе асра юлать.

Тӗрӗ кунӗ тӗлне чаплӑ курав йӗркеленӗ. Ытарайми илеме ӑсталакансем те кунтах. Вӗсем республикӑн пур тӑрӑхӗнчен те килсе ҫитнӗ. Уявра та маҫтӑрсен аллинче  йӗппе ҫип. Вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ ҫӗршыва пӗрлештерекен мӑнӑҫлӑ вӑйпа танлаштарчӗ.

Республикӑра Тӗрӗ кунне патшалӑх шайӗнче 4-мӗш ҫул паллӑ турӗҫ. Вӑл ҫулран ҫул анлӑланса пырать. Малтанах республикӑри ӑстасем 6 метр тӑршшӗ сурпан хатӗрленӗ. Вӑл Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чаплӑ парне пулнӑ. Тепӗр ҫулне республикӑн тӗрленӗ карттине халӑх умне кӑларнӑ. Ӑна ӑсталассипе 30 маҫтӑр тӑрӑшнӑ. Кашни хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗн уйрӑмлӑхне сӑнланӑ. Пӗлтӗр вара ҫӗршыва "Раҫҫейӗн карттипе" тӗлӗнтерчӗҫ. Камчаткӑран пуҫласа Калининград таран 85 субъектри тӗрӗҫсем ӑна илемлетсе хатӗрленӗ. Вӑл йышра 4 ҫӗнӗ регион пулни те мӑнаҫлантарать. Халӗ вара ҫӗршывӑн тӗрленӗ картти Мускавра иртекен "Россия" курав-форумӑн тӗп палли пулса тӑчӗ. Ҫапла, Чӑваш Енре пуҫарнӑ проект нумай нациллӗ ҫӗршыва ҫыхӑнтаракан пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хаклама юрать. Ҫавӑнпа тӗрӗҫсем пысӑк хисепре. Уявра та вӗсене патшалӑх наградисемпе хавхалантарчӗҫ. 
Уявра тӗрӗ ӑсталӑхне, историне халалланӑ харӑсах икӗ кӗнекене пахаларӗҫ. Вӗсенчен пӗрне Чӑваш наци музейӗ Питӗрти этнографи музейӗпе пӗрле хатӗрленӗ. "Чӑваш эрешӗ яланах пурӑнтӑр", - терӗҫ пухӑннисем. Вӑл музейсенче типтерлӗ упраннипе пӗрлех, кулленхи пурнӑҫра та анлӑ сарӑлтӑр. Ҫак тӗллевпе иртет те ҫулсерен Тӗрӗ кунӗ.


Надежда Александрова, Диана Иванова, Игорь Ульянов, Михаил Солин