Республикӑра чӑваш тӗррин кунне анлӑ паллӑ турӗҫ

Тӗп уяв Оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Вӑл хамӑр тӑрӑхри пур тӗрӗ ӑстине пӗрлештерчӗ.

Театрта пуян курав хатӗрленӗ. Хӑнасем ӑстасен ӗҫӗсене, архивсенче упранакан пуянлӑха, Тӗрӗ музейӗнчи экспонатсене, тӗрлӗ картинӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин паха кӗнекисене хаклама пултарчӗҫ. Тӗрӗ кунӗ валли "Пӗрле" ятлӑ сурпан ӑсталанӑ. Ӑна хатӗрлеме пур районпа хуларан маҫтӑрӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем тӑрӑшнипе кашни вырӑнти илемлӗ эрешсене пӗрлештерекен сурпан пулса тухнӑ. Уявра республикӑри чи пултаруллӑ ӑстасене Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе тата Культура министерствин тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Тӗрӗ кунӗ малашне чи юратнӑ уявсенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем. 

 

Надежда Александрова, Елена Михайлова, Вадим Владимиров