Кӑҫал аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 172 ҫул ҫитет. Иртнӗ ҫулсенче чӗлхе уявӗпе ҫыхӑннӑ анлӑ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ пулсан, хальхинче паллӑ сӑлтава пула программӑна улшӑнусем кӗртме тивнӗ. Пирӗн паян хамӑрӑн чӗлхе, литература тата культура пулнишӗн Иван Яковлева тав тумалла. Эпир халӗ те вӑл никӗсленӗ ҫырулӑхпа усӑ куратпӑр.
Алена Артемкина