Ӳнер музейӗ ҫумӗнчи Хальхи искусство центрӗнче уҫӑлнӑ курава чӑваш художникӗсем кӑҫал та чылай кӑсӑклӑ ӗҫ тӑратнӑ. Кашни ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ чухне уйрӑмлӑхсем пурри, ӳсӗм палӑрни пӗрлешӗвӗн ертӳҫине те хавхалантарать.
Экспозицире яланхиллех - ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ картинӑсем, графика ӗҫӗсем, кӳлепесем, театрпа декораци ӳнерӗ. Николайпа Людмила Балтаевсем хатӗрленӗ тумсем - хисеплӗ тӗпелте. Николай Балтаев Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ӗҫлет, унӑн вӗренекенӗсем кашни кураврах палӑрса тӑраҫҫӗ. "Ваттисен пехилне тивӗҫлӗ пулсан йӑлтах ӑнса пырать", - тет республикӑн тава тивӗҫлӗ художникӗ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнӑ Елена Уресметова хӑй хатӗрленӗ тумсене хальхинче те дефиле йӗркелесе ушкӑнпа кӑтартрӗ.
Аслӑ ӑрӑва хӑйсен йӗрӗ ҫине ҫамрӑксем пусса пыни савӑнтарать. Вӗсен тӗнчекурӑмӗ урӑхларах, тепӗр чухне хальччен курма хӑнӑхнинче кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗлӗх уҫса тӗлӗнтереҫҫӗ.
Тӗрлӗ материалпа ӗҫлекенсен йышӗнче Надежда Степанова та. Вӑл хурӑн хуппинчен пӑхса тӑранмалла мар сӑнарсем хатӗрлет.
Чӗмпӗртен килнӗ Раиса Майрабеева ҫӗр ҫул каялла тӗртсе ҫӗленӗ улача кӗпе тӑхӑннӑ. Ламран лама парне хальлӗн куҫса пынӑ хушпу, тевет, мӑй ҫыххи - икҫӗр ҫулта. Пурте таса кӗмӗлтен.
Владислав Зотиков, Пётр Пупин, Василий Кузьмин, Вячеслав Эткер скульпторсен ылтӑн аллинчен унанса тухнӑ кӳлепесем те куракансене хӑйсем патне туртаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ.
"Савнӑ Шупашкар" куравпа Хальхи ӳнер центрӗнче ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗчченех паллашма пулать.
Марина Карягина, Виктор Степанов








