Ҫитес шӑматкун, сӑмахран, Тутарстан, Иркутск тӑрӑхӗнчи ялсенче Акатуй пулать. Чӗмпӗрте тата Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулинче вара ӑна иртнӗ кану кунӗсенче паллӑ турӗҫ.
Хӑнасене яланхиллех тараватлӑн та ӑш пиллӗн кӗтсе илчӗҫ чӑвашсем. Акатуй тӗрлӗ халӑх ҫыннине пӗрлештерчӗ. Уява Чӗмпӗр облаҫӗн губернаторӗ Алексей Русских та ҫитрӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче тӗрлӗ наци ҫынни туслӑ пурӑнать. Кашнин хӑйӗн чӗлхи, йӑли-йӗркипе культури. Ламран лама куҫакан пуянлӑха упраса хӑварассине Раҫҫейри чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗ, Чӑваш наци конгресӗ пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ Алексей Русских. Чӗмпӗр облаҫӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлӗхӗ те ку тӗлӗшпе нумай ӗҫ тӑвать. Регион ертӳҫи Акатуй кӗрекине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев янӑ ӑшӑ салама та ҫитерчӗ. Уяв юрӑ-ташӑран пуян пулчӗ. Вӑйӑ картине Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑчӗҫ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе те сӑйларӗҫ. Тимерҫен ял тӑрӑхӗнчи хастарсем, акӑ, шӑрттан хатӗрлесе килнӗ. Чӑкӑт, хуплу, кӑпӑклӑ сӑра та сӗтел ҫинчех. Акатуйра ал ӑстисен пултарулӑхӗпе паллашма та, кӗрешӳ кавирӗ ҫинчи тытӑҫусене сӑнама та май пулчӗ.
Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулин Тӗп тӳремӗнче те Акатуй кӗрлерӗ. Ку тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ, Питӗрти наципе-культура автономийӗ тӑрӑшнипе анлӑ та пуян программа хатӗрленӗ. Ӑна йӗркелӳҫӗсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалларӗҫ. Чӑвашсен уявне Всеволожск районӗн тата хула администрацийӗн ертӳҫисем хисеп турӗҫ. Малашне те пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнма сунчӗҫ. Бугры хулинче Акатуй пӗрремӗш хут иртрӗ. Тӑван халӑхӑн илемлӗ ҫи-пуҫӗпе паллашма уйрӑмах кӑсӑк пулчӗ.
15 регионтан пухнӑ 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи костюмсемпе чӑваш культурин интерактивлӑ музейӗ тивӗҫтернӗ. Спорт вӑййисем, конкурссем, ӑсталӑх сехечӗсем, халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ - Акатуй кашнин кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ.
Екатерина Фомина, Ирина Шмыгова, Валерий Клочков