Республика Пуҫлӑхӗ пултарулӑх ҫыннисемпе "Чӑвашкино" студи пуласлӑхне сӳтсе яврӗ

Юлашки вӑхӑтра "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗ тавра чылай шӑв-шав пулчӗ. Мӗнле шӑпа кӗтет ӑна, пулӗ-и малашне чӑваш пурнӑҫне фильмсем ӳкерсе каласа паракан? Республикӑри кинематографи аталанӑвӗ ҫинчен калаҫас тӗллевпе пултарулӑх ӗҫченӗсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗҫ. 

Ӗҫлӗ тӗлпулу ниепле те лӑпкӑн иртме пултараймарӗ. Культурӑпа ӳнерте ӗҫлекен пултарулӑх ҫыннисем Максимов-Кошкинскипе Тани Юн 95 ҫул каялла уҫма пултарнӑ "Чӑвашкинона", 4 ҫул каялла ҫӗнӗрен чӗртсе яма май тупнӑскере, тӗнче шайӗнче ӗҫлеттересшӗн - ку пурне те ӑнланмалла. Анчах паянхи кун ҫак пысӑк студие тытса тӑрас тата унта вӑй хуракансене тивӗҫлӗ шалу тӳлес тесен, сахал мар укҫа-тенкӗ кирлӗ. Культура министрӗ Светлана Каликова каланӑ тӑрӑх, "Чӑвашкинона" тытса тӑрасси тӑкаклӑ кӑна. Пушанса юлнӑ директор вырӑнне урӑххине лартас ыйтупа министерство конкурс ирттернӗ, ӑна 6 хут тӑснӑ - усси пулман: тивӗҫлӗ шайри пӗлӳ илнӗ опытлӑ хуҫалӑх ҫынни тупӑнман. "Ертӳҫӗсӗр, 2800 тӑваткал метр йышӑнакан пӳлӗмсемпе туса пӗтермен павильона туллин усӑ курмасть, Уставра палӑртнине кирлӗ пек пурнӑҫламасть" тесе, республика ертӳҫин ҫапла пӗтӗмлетӳ тума тивнӗ: "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗпе электронлӑ документсен архивне салатса урӑххисемпе пӗрлештермелле. 

Марина Карягина, Димитрий Макаров