Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Питӗрти Александрински театрӗн ертӳҫипе Сергей Емельяновпа тӗл пулчӗ

Ку вӑл - ҫӗршыври чи аслӑ театрсенчен пӗри. 2020-мӗш ҫултанпа вара Раҫҫей наци драма театрӗ шутланать. Малашне унпа республикӑри сцена ӑстисем тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес тӗллевлӗ.

Ҫӗршыври паллӑ театр Чӑваш Ене ахальтен мар килнӗ. Вӑл пирӗн республикӑри сцена ӑстисем валли 3 кунлӑх вӗренӳ йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫе "Наци театрӗсен шкулӗ" Раҫҫей проекчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ. Пурӗ унта 50 яхӑн ҫын хутшӑннӑ, хӑйсен ӑсталӑхне туптанӑ. Вӗсемпе Раҫҫейри паллӑ экспертсем ӗҫленӗ. Пӗлтӗр вара Александрински театрӗ тӑрӑшнипе Раҫҫейри наци театрӗсен Ассоциацине туса хунӑ. Унта пирӗн республикӑран Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫамрӑксен театрӗсем кӗнӗ. 

Ҫавӑн пекех Александрински театрӗн ертӳҫине Сергей Емельянова Республика Пуҫлӑхӗ йышӑнчӗ. Олег Николаев наци театрӗсен аталанӑвӗ Чӑваш Еншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Ҫак тӗллевпех пӗлтӗр республикӑра чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ пьесӑсен конкурсне ирттернӗ. Малашне ӑна кашни виҫӗ ҫулта йӗркелеме палӑртнӑ. Сергей Емельянов ку тупӑшу ытти регионсемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулмаллине каларӗ. Тӗл пулу пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Александринкӑпа Чӑваш Республикин культура министерстви килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. 

Оксана Верликова, Георгий Кривошеин