Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!
Сире Чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хӑйӗн аслӑлӑхӗпе пире паян та тӗлӗнтерекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп.
Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ. Унӑн пурнӑҫӗн ҫулӗ Тӑван ҫӗршыва тата хӑй халӑхне чунтан парӑнса ӗҫленине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
«Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ», – тенӗ Иван Яковлевич Яковлев. Вӑл Раҫҫее чунтан юратнӑ, унӑн пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланнӑ, чӑвашсем вырӑс халӑхӗпе туслашса ҫывӑхланни Раҫҫей патшалӑхне ҫирӗплетме, унӑн этнокультурин нумай енлӗхне сыхласа упрама тата ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшать тесе шутланӑ.
Хӑй чӗлхине юратса хисеплекен халӑх ытти халӑхсен чӗлхисене те сума сума пултарать.
Чӑваш Республикинче ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене тата кунта пурӑнакан нумай халӑхсен чӗлхисене хисеплеме вӗрентсе пӑхса ӳстерме пӗтӗм майсем йӗркеленӗ.
Эпир, Иван Яковлев несӗлӗсем, Вӗрентекенӗмӗр ятне пысӑка хурса хисеплетпӗр, унӑн урокӗсене ҫине тӑрсах ӑша хывма, тӑван чӗлхене типтерлӗн упрама тата хаклама тӑрӑшатпӑр. Ку пирӗн пӗрлехи тӗллев!
Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев