Республика кунӗнчи чи паллӑ музыка пулӑмӗсенчен пӗри - купӑс калакансен фестиваль-конкурсӗ пулӗ

Ӑна Культура министерстви пулӑшнипе Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ инҫет мелпе йӗркелет.

Унта кирек кам та, хуть те ӑҫтан та хутшӑнма пултарать. Профессионалсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасене те хаваспах йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшчен электронлӑ почтӑпа 2 видеоматериал ярса памалла. Фестиваль-конкурс программинче халӑх кӗввисем, такмаксем, хальхи юрӑсем пулӗҫ. Паянхи кун тӗлне йӗркелӳҫӗсем 30 яхӑн заявка илнӗ. 

 

Надежда Александрова