Унта кирек кам та, хуть те ӑҫтан та хутшӑнма пултарать. Профессионалсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасене те хаваспах йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшчен электронлӑ почтӑпа 2 видеоматериал ярса памалла. Фестиваль-конкурс программинче халӑх кӗввисем, такмаксем, хальхи юрӑсем пулӗҫ. Паянхи кун тӗлне йӗркелӳҫӗсем 30 яхӑн заявка илнӗ.
Надежда Александрова