Республика кунӗ Шупашкарта Пӗтӗм чӑваш Акатуйӗ кӗрлерӗ

Ҫак уяв тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсене пӗрлештерчӗ. Вӑл хальхинче "Амазони" этнопаркра иртрӗ. 

Чӑвашсен тӗп наци уявне тӗрлӗ тӑрӑхри йӑхташсем инҫе ҫула кӗскетсе ҫитнӗ. Уявра 13 регионтан килнӗ 16 ушкӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Вӗсем пурте хӑйсем патӗнче тӑван чӗлхепе йӑла-йӗркене упракансем. Уявра республикӑри тӗрлӗ районтан килнӗ ушкӑнсем ял пурнӑҫне сӑнлакан хӑна ҫурчӗсем йӗркеленӗ. Шупашкарта кӑҫал Акатуй уявне 10-мӗш хут ирттерчӗҫ. Унта пухӑннӑ чӑвашсене Республика Пуҫлахӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Алена Артемкина, Виктор Степанов