Раштав ҫӑлтӑрӗн ҫути чунсене ҫуталтарса ҫулталӑкӗпех ырӑ шухӑшсемпе пурӑнма пулӑшӗ

Елчӗкпе Патӑрьел тӑрӑхӗсенче Ҫӗнӗ ҫула тата ҫывхарса килекен Кӑшарнине халалласа православи юррисен концерчӗсем иртрӗҫ. Уявсене ҫӗршывӗпех паллӑ Феофил атте юрӑҫ илемлетрӗ.

Ялта пурӑнакансемшӗн чылайччен хӗпӗртемелли пысӑк пулӑм. Ҫулталӑкри пӗрремӗш православи уявне - Ҫутӑ Раштава паллӑ тума Елчӗке Феофил Боголюбов иеродиакон ыркамӑллӑх концерчӗпе килсе ҫитнӗ. Чуна пырса тивекен юрӑсен авторне вӗсем малтан телевизорпа ҫеҫ курнӑ. Халӗ вара паллӑ юрӑҫ вӗсен умӗнче юрлать.

Феофил аттен юррисем куракана хальхи этемсен хытса пыракан чӗрисене ҫемҫетме пултаракан ырӑлӑх вӑйӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Шалти чун хӗлӗхӗсене хускатса кашнинех пурнӑҫ тӗшши пирки шухӑшлама вӗрентеҫҫӗ.

Ыркӑмӑллӑх концертне администраци пулӑшнипе Елчӗксен ентешлӗхӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Пӗрлешӳ пайташӗсем халӑхшӑн тӑрӑшса чылай чуна юрӑхлӑ ӗҫ туса пыраҫҫӗ.

Раштав уявне Елчӗкрен кӑна мар, Канашпа Вӑрмар тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ пачӑшкӑсем те хутшӑнчӗҫ. Халӑхпа пӗрле чӑн тӗне халалланӑ юрӑсем итлесе савӑнчӗҫ. Сцена ҫинче вырӑсла тата чӑвашла юрӑсем, Раштав сӑввисем янӑрарӗҫ.

Феофил аттен пултарулӑхӗпе паллаштаракан концерт Елчӗк тӑрӑхӗнчи Хӑвӑлҫырма ялне те ҫитрӗ. Культура ҫуртӗнчи лӑк тулли халӑх ҫак пулӑма чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Тӗрлӗ музыка хатӗрӗпе калама пӗлекен юрӑ-кӗвӗ ӑстипе чунтан хӗпӗртеҫҫӗ вӗсем. Иеродиакон пухӑннисене хӑйӗн кун-ҫулӗпе те паллаштарчӗ. Абхазири Сухуми хулинче ҫуралса ӳснӗскер кулленхи пурнӑҫра Андрей Боголюбов ятпа ҫӳренӗ. Православи тӗнӗнче аталаннипе пӗрлех ятарлӑ музыка пӗлӗвне те ӑша хывнӑ. 2011-мӗш ҫулта вӑл "Анастасис" ятлӑ арҫынсен православи хорне йӗркеленӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗпе пӗрле тӗрлӗ ҫӗршыв халӑхӗсене тыткӑнланӑ. Вӗсен чунӗсене тӗнпе ҫирӗплетнӗ.

Феофил атте патӑрьелсен Раштав концертне те илем кӳчӗ. Ку тӑрӑхри ҫамрӑксен пултарулӑхӗпе паллашса курма килнисене хӑйӗн репертуарӗнчи чи илемлӗ юррисене парнелерӗ. Ӳлӗмрен ҫакӑн евӗр пултарулӑх уявӗсем кунта та тӑтӑшах иртме пуҫлӗҫ. 

Алексей Енейкин