"Радуга" культурӑпа курав центрӗнче Александр Авалов фотограф-анималист ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

"Ҫулталӑкне пӗр лайӑх кадр туни тем пекех", - тет Мускаври зоопарк фотографӗ Александр Авалов. Вӑл 30 ҫул ытла чӗрчунсене ӳкерет. Сӑн ӳкерчӗксем ҫинче вӗсем чӗрӗ тейӗн. Курава пурӗ 50 ытла ӗҫ тӑратнӑ.

Ҫӳлевӗҫ ҫемйин портретне тӑвиччен темиҫе эрне иртнӗ. Балкон ҫине хӑпарса выртнӑ чӗрчунсене ӳкерсе илес тесе пусма лартма тивнӗ фотографӑн. Ӑнӑҫлӑ кадра тахҫанччен шыранӑ. Ӗҫӗ ҫав тери кӑткӑс. Фотоаппарат кнопкине пуснипе ҫеҫ пулмасть. Александр Авалов плёнка ҫине ӳкерет, ҫавна май лабораторире те вӑхӑт самай иртет. Сӑн ӳкерчӗке кӑларма сахалтан та 40 минут ытла кирлӗ. Александр Авалов ӗҫӗсен куравне хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей Федерацийӗн культура министерствинче тата Патшалӑх Вырӑс музейӗнче йӗркеленӗ. 

 

Надежда Александрова, Анна Филиппова, Михаил Солин