1940-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Людмила Нянина ашшӗне астумасть: таврари чаплӑ купӑсҫӑ фронтран таврӑнайман. Хӗрача пӗчӗкренех юрра-ташша иленнӗ, йӗлтӗрпе чупма юратнӑран ҫан-ҫурӑмӗ йӑрӑс та пиҫӗ ҫитӗннӗ. Амӑшӗ 4 ачине пӗчченех ӳстерет. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене Людмила Николаевна ун чухнехи яш-кӗрӗм мӗн тӑхӑнса ҫӳрени урлӑ сӑнарлать: "9-мӗш класра ҫӑпата хывса ҫӑм чӑлхапа калуш тӑхӑнтӑм, 10-мӗш класра фуфайкӑран пальто ҫине куҫрӑм - Ленинградра пурӑнакан пичче туянса пачӗ. Вӑтам шкул пӗтерсен, кӗпе ҫуккипе аттестат илме каяймарӑм", - тет вӑл. Искусство тӗнчин асамӗ, ҫав тери вӗренес килни ӑна ниме пӑхмасӑр малалла ӑнтӑлма хистенӗ. Халӗ унӑн вӗренекенӗсем - паллӑ сцена ӑстисем, хальччен хореограф 700 ытла ҫамрӑка пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.
Марина Карягина, Виктор Степанов