Наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова каласа панӑ тӑрӑх, йӗркелӳҫӗсем вотсапра уҫнӑ ушкӑнра ҫӗршыври 100-е яхӑн чи ӑста тӗрӗҫе пӗр ҫӗре пухма пултарнӑ, пуҫарнӑ ӗҫ хӗрсе пырать. Пирӗн дизайнерсем Раҫҫей карттин макетне хатӗрленӗ, кашни региона унӑн хӑйсене тивӗҫекен пайне ярса панӑ. Тӗрлӗ кӗтесри чи чаплӑ тӗрӗҫӗсем ҫав ӗлкене тӗпе хурса ҫӗршыв талккӑшӗн ӳкерчӗкӗнче хӑйсен тӑрӑхне эрешлесе палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ене тӗрлессине Надежда Кузнецова ӑстаҫа шанса панӑ.
Марина Карягина, Димитрий Макаров.