Раҫҫей картти — тӗрӗре

Республикӑра ҫӗнӗ те кӑсӑклӑ проект вӑй илчӗ. Чӑваш Енрен ҫӗршыври регионсене пулас ӳкерчӗк хурӑмӗсемпе пусма ярса пама пуҫланӑ. 

Вӗсене тӗпе хурса тӗрлӗ тӑрӑхри ӑстасем эрешре хӑйсен регионне сӑнласа парӗҫ. Уйӑх ҫурӑран хатӗр ӗҫсене Чӑваш республикине тавӑрса памалла. Пирӗн тӗрӗҫсем вара вӗсене йӗркелесе пӗр карттӑна пӗрлештерӗҫ. Йывӑҫран кашни регион хурӑмне касса кӑларнӑ. Пурӗ 85 пай. Чи пысӑкки Саха-Якутипе Краснодар тӑрӑхӗ пулса тухнӑ. Хӑш-пӗр пысӑк хуласен касса кӑларнӑ хурӑмӗсене почтӑпа яма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе темиҫе пая пайлама тивнӗ. Кашни региона ҫакнашкалах пир татӑкӗ те ярса параҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ 2022-мӗш ҫула халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавна май ку проект питӗ пӗлтерӗшлӗ те вӑхӑтлӑ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин