Раҫҫей халӑхӗн парӑнманлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен

Раҫҫей культура министерстви палӑртнипе ҫӗршывра Росконцерт федераци учрежденийӗ "Пысӑк гастрольсем" йӗркелет. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Никита Михалковӑн "Мастерская "12" артисчӗсем спектакль-концерт кӑтартрӗҫ. 

Спектакле совет сӑвӑҫин, Сергей Михалков фронтовик-ҫыравҫӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ хайлавӗсене тӗпе хурса лартнӑ. Игорь Сергеевпа Евгений Дубовской режиссёрсем "Мастерская "12" театр артисчӗсем сцена ҫинче Раҫҫей халӑхӗн парӑнманлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен чун-чӗрене хӑпартлантармалла каласа параҫҫӗ. Ҫӗршыва юратни, аптраманлӑх, ҫӗнтерӗве ӗненни - кашни сӑмахра.


Фронтпа тыл пӗрле пулни, килте кӗтекен атте-анне, савнӑ арӑмпа ача пурри вута кӗрекен салтака вӑй парса тӑнӑ, ыранхи тӑнӑҫлӑхпа телейшӗн кӗрешме, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе туйса юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хӑюлӑх кӳнӗ. Юрату - хӑватлӑ туйӑм, пурнӑҫ тыткӑчи: мирлӗ вӑхӑтра та, вӑрҫӑра та.
"Никита Михалковӑн "Мастерская "12" театрӗ ку спектакль-концертпа ҫӗршывӑн чылай кӗтесне ҫитме палӑртнӑ. Ҫулталӑк хушшинче Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи хуласене те ҫитнӗ, Красноярскри, Донецкри тӗлпулусем - асран тухми. Гастрольсем малашне Пятигорскра, Ҫурҫӗр-Хӗвел анӑҫ округӗнче , ытти тӑрӑхра иртӗҫ.


Марина Карягина, Максим Жуков