Чӑвашсем, тутарсем, вырӑссем, удмуртсем тата ыттисем - пурте пӗр туслӑ ушкӑн пулса юрларӗҫ-ташларӗҫ. 30 ҫул хушшинче "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале 30 регионти 10000 ытла артист хутшӑннӑ. Сӑмах май, виҫӗ теҫетке ҫул каялла ҫак уяв "Атӑлҫи ҫӑлкусӗсем" ятран пуҫланнӑ, унта пӗрремӗш хут 3 коллектив кӑна хутшӑннӑ. Халӗ вӑл мӗнпур Раҫҫейри пултарулӑх ушкӑнӗсене пӗрлештерет. Кӑҫалхи уява пуҫтарӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль икӗ кун пычӗ - Хӗрлӗ тӳремри шавлӑ гала-концертпа вӗҫленчӗ.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров