Ӗмӗр-ӗмӗр аякри Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче тӗпленнӗ чӑвашсем несӗлсен тымарне татмасӑр тӑван халӑх пуянлӑхне упраса пурӑнаҫҫӗ. Кунти Чӑваш Хурамалӗнче ҫуралса ӳснӗ Василий Николаев ячӗ вара уйрӑмах пысӑк хисепре. Мухтавлӑ ӑсчах пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа кӑҫал 17 ҫул ҫитет. Унӑн вил тӑприйӗ умӗнче пуҫ тайма ентешсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑнчӗҫ. Унтан пухӑннисем Хурамал чиркӗвне ҫул тытрӗҫ. Ҫак капмар ҫурта, шӑпах, Василий Васильевич тӑрӑшнипе туса лартнӑ. Ӑна уҫма чӑваш ялне паллӑ политик Виктор Черномырдин та килнӗ пулнӑ. Ҫак тата ытти ырӑ аса илӳсене халалласа ялти Николаев ячӗпе хисепленекен шкулта курав пӳлӗмӗ те уҫнӑ. Музей ял историйӗпе, унӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштарать. Пӗр пӳлӗмне Василий Николаева халалланӑ. Хӑнасене ентешӗсен пултарулӑхӗпе шкул ачисем паллаштарчӗҫ. Тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнакансем тӑван йӑла-йӗркене хисеплесе, чӗлхене юратса ӳсеҫҫӗ.
Василий Васильевич вӑй хунипех хушма ҫуртпа пуянланнӑ шкулта 5-мӗш "Николаев вулавӗсем" ятпа регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференцине уҫрӗҫ. Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хӑнасем хирӗҫри культура ҫуртне каҫрӗҫ.
Авӑркас тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хисеплӗ хӑнасене тӑванлӑх юррисемпе хапӑл туса тарават кӗтсе илчӗҫ. Фойере пирӗн халӑх пуянлӑхӗпе паллаштаракан ятарлӑ курав хатӗрленӗ. Залра вара хӑнасене концерт кӗтрӗ.
Сцена ҫине тухакансем пӗрин хыҫҫӑн тепри Василий Николаевӑн тивӗҫӗсем пирки калаҫрӗҫ. нихҫан манӑҫми ырӑ ӗҫӗсемпе паян кун та хӗпӗртесе пурӑннине палӑртаҫҫӗ.
Василий Николаев ачаранах чӑвашлӑхшӑн ҫуннӑ. Ҫавах та, Чӑваш Хурамалӗнчи 7 класлӑ шкула пӗтерсен Бишкаинре вӑтам пӗлӳ илнӗ. Ӗпхӳри нефть институчӗн Салаватри уйрӑмне пӗтерсе газ промышленнӑҫӗн институтӗнче аспирантура тухнӑ. Унтан халӑх хуҫалӑхӗн Академийӗн аслӑ коммерци шкулӗнче ӑс пухнӑ. Каярахпа Салаватри нефтьпе хими комбинатӗнче, ун хыҫҫӑн "Оренбурггазпром" пӗрлешӳре тӑрӑшнӑ, предприятин тӗп директорӗ, тӗрлӗ академин хисеплӗ пайташӗ тата Оренбург хулин хисеплӗ гражданинӗ пулнӑ. Пысӑк тивӗҫре тимленӗ чух тӑван тӑрӑхне пулӑшма тӑрӑшнӑ та техника наукисен докторӗ. Ҫав вӑхӑтрах ытти ентешсем пирки те манман.
Тӑванлӑхпа ҫыханнӑ наука ӗҫне Василий Николаев вӑтам ҫулсене ҫитсен пуҫӑннӑ. Тӗрлӗ ҫӗршыв архивӗсенче пин-пин ҫулхи аваллӑха тӗпчесе тӑван халӑхӑн вӗҫӗ-хӗррисер пуянлӑхне туртса кӑларса паянхи вулакан патне ҫитерме пултарнӑ. Генеологипе халӑх ҫи-пуҫӗ, культури ҫинчен историллӗ кӗнекесем ҫырса кӑларнӑ. Ҫак паха ӗҫсемшӗн икӗ хутчен Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Тӗрлӗ ҫӗршыври нефть тата газ компанийӗсемпе ҫыхӑннӑ пӗрлешӳсен ертӳҫи пулнӑ май Василий Васильевич профессор Авӑркас тӑрӑхне мӑнаҫлантарнипе пӗрлех мӗнпур чӑваша пӗр ҫыхӑри пек туслаштарма ӗмӗтленнӗ. Халӑхӑн авалхи культурипе чӗлхине аталантарас тесен пурин те ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Ҫак пысӑк яваплӑха хӑй ҫине илсе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Сӑваплӑ тивӗҫне пурнӑҫласа ыттисене тӗслӗх кӑтартнӑ. Халӗ вара ун ячӗпе ҫитӗнекен ӑру та тӗпчев ӗҫӗсем ҫырать. "Николаев вулавӗсен" ҫӗнтерӳҫисене сцена ҫинче чысларӗҫ.
Хисеплӗ ӑсчах 68 ҫул ҫеҫ пурӑннӑран чылай ӗҫне пурнӑҫа кӗртсе ӗлкӗреймен. - Ачасене мӗн пӗчӗкренех тӑван халӑх историне вӗрентмелли кӗнекесем кирлӗ,- тенӗ вӑл. Ку ӗҫ паянхи яваплӑ ҫынсен тивӗҫӗ пулмалла. Ҫакна тата ытти ырӑ тӗллевсене палӑртса сцена ҫинче Чӑваш Енпе Тутарстанран, Красноярск, Оренбург тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем сӑмах илчӗҫ. Василий Николаевӑн Елена хӗрӗ вара пурне те чӗререн тав туса ҫак вулавсене малашне те йӗркелесе пымаллине палӑртрӗ.
Алексей Енейкин