Пушкӑрт сцена ӑсти чӑваш спектакльне ташӑсемпе илемлетӗ

Студентсен клубӗсен хастарӗсем, республикӑри паллӑ хореографсемпе артистсем Ҫамрӑксен театрӗнче пухӑнчӗҫ. "Пултарулӑх лаҫҫинче" тӑрӑшакансем Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Рамиза Мухаметшина балетмейстер-постановщикпа тӗл пулчӗҫ. 

Рамиза Мухаметшина ачаран артист пулма ӗмӗтленнӗ. 10 ҫултан пуҫласа тӗрлӗ кружока ҫӳренӗ. Халӑх ташшисен пушкӑрт патшалӑх академи ансамблӗн концертне курнӑ хыҫҫӑн унӑн артист пулас ӗмӗт тата вӑйланать. Ҫак тӗллевпе Челябинскри культура институтне вӗренме кӗрет. Алла диплом илсен шӑпах академи ансамбльне вырнаҫать. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыври тӗрлӗ театрта 100 ытла спектакль валли ташӑсем лартать. Хальхи вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт патшалӑх филармонийӗнче балетмейстер-постановщикра тӑрӑшать.  

Рамиза Мухаметшина постановкисенче халӑхсен наци колоричӗ упраннине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Вӑл Ҫамрӑксен театрӗнче  хатӗрлекен "Куккук куҫҫулӗ" ҫӗнӗ спектакле ташӑсемпе илемлетӗ.

Леонид Петров, Михаил Солин