Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ ҫак кӑларӑма Василий Кервен Пушкин, Лермонтов, Есенин сӑввисемпе вӗсен куҫарӑвӗсене кӗртнӗ.
Кӗнеке хӑтлавне поэзие юратакансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ: залра Василий Кервенӗн ӗҫтешӗсем те, тӗпчевҫӗсем те, ҫӗнӗ вӑхӑтри литература аталанӑвӗпе кӑсӑкланакансем те пур. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Упамсара ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑ икӗ ҫул каялла кӑна-ха вулакансене Александр Пушкинӑн хӳхӗм лирикине чӑвашла куҫарса савӑнтарнӑччӗ. "Асрах асамӗ ҫав самантӑн..." кӗнекене ун чухне Мускав та асӑрхарӗ: Раҫҫей писательсен союзӗ Кервене Пушкин медалӗпе чысларӗ.
Пушкинӑн, Лермонтовӑн, Есенинӑн пурте пӗлекен сӑввисене чӑвашла вулама, мӗнле янӑранине итлеме питӗ кӑсӑклӑ. 70 те 7 ҫула ҫитсе, ӗҫлӗ ӗмӗрне чӑвашсен пысӑк сӑвӑҫисем хушшинче ирттерсе Василий Кервен тӑван чӗлхен сӗткен хӑватне туйма вӗреннӗ. Куҫару кӗнекине кӗнӗ сӑвӑсенче ҫакӑ уҫҫӑн палӑрать. Сӑмах ӑсти састашсене, йӗркесен шалти кӗввине ҫирӗп тытса пыни те куҫкӗрет.
Килӗшетӗр пулӗ, ку камӑн тата хӑш сӑвви иккенне чӑвашла вуласан та тӳрех уйӑрса илме пулать. Ҫапах та "Халӗ вырӑсла пӗлмен чӑваш ҫук, мӗншӗн вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫармалла?" тесе ыйтакансем те пур. Ку ыйтӑва поэзие шалтан ӑнланса тӗпчекенсем ҫапла хуравлаҫҫӗ.
"Эпӗ хам умри хисепе тивӗҫлӗ, пултаруллӑ чӑваш куҫаруҫисен ӗҫне малалла тӑсрӑм" тет Василий Кервен. Чӑнах та, пирӗн вӑйлӑ сӑвӑҫсем асӑннӑ вырӑс поэчӗсен хайлавӗсене 20-мӗш ӗмӗрте нумай куҫарнӑ, Александр Пушкин витӗмӗ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчех палӑрма пуҫланӑ.
Марина Карягина, Виктор Степанов








