Ку таранччен ӳнер шкулӗн хӑйӗн уйрӑм ҫурчӗ пулман. Вӑл юнашарти культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Тинех, пурте тахҫантанпах кӗтнӗ самант ҫитрӗ, теҫҫӗ. Ачасен пултарулӑхне малашне унччен кӗҫӗн классен шкулӗ пулнӑ ҫуртра аталантарӗҫ. Юсав хыҫҫӑн вӑл палӑрмаллах улшӑннӑ.
Тӗпрен юсанисӗр пуҫне сӗтел-пукана, музыка инструменчӗсене те ҫӗнетнӗ. Ҫутӑ та таса, хӑтлӑ ӳнер шкулӗнче 9 енпе 340 ача пӗлӳ илет. Халӗ вӗсен аталанмалли майсем ҫителӗклӗ.
Кунта 13 педагог вӑй хурать. Вӗсенчен 4-шӗ хӑй вӑхӑтӗнче тӑван ӳнер шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Нумай пулмасть театр уйрӑмӗпе гитарӑпа калама вӗренекенсен классне уҫнӑ. Ӳнер ӑсталӑхне туптакан ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе округ, республика, ҫӗршыв шайӗнчи конкурссенче палӑраҫҫӗ. Пурнӑҫне малашне юрӑ-ташӑ профессийӗпе ҫыхӑнтарас текен та сахал мар.
Уява пухӑннӑ хӑнасем хушшинче те ӳнер шкулӗнчен вӗренсе тухнисем пулчӗҫ. Вӗсем ачалӑхра юрӑ-ҫемӗ ҫӗршывӗпе туслӑ пулни малашнехи пурнӑҫа пысӑк витӗм кӳнине палӑртрӗҫ.
Ҫӗнелсе капӑрланнӑ ӳнер шкулӗ питӗ меллӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Юнашарах шкулпа ача сачӗ тата культура ҫурчӗ. Ҫакӑ тата ытларах ачана пултарулӑх тӗнчипе туслашма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗрентекенсем.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров