Владимир Терентьев кӗркунне пуҫлать те ҫуркуннечченех юратнӑ ӗҫпе пурӑнать. Йывӑҫ касмалли хатӗрсене те вӑл хӑй ӑсталать. Пурӗ пине яхан ҫӗҫӗ тунӑ пуль эп, тет маҫтӑр. Йывӑҫпа ӗҫленӗ чухне васкамалла мар - тимлӗ пулмалла. Унсӑрӑн ӳкерчӗке пӑсма е пӳрнене касма пулать. Ывӑссемсӗр пуҫне Владимир Геннадьевич пӗчӗк арчасем, стена ҫине ҫакмалли картинӑсем тӑвать. Вӑл Тавӑшкасси шкулӗнче ачасене черченипе ӗҫ урокӗ вӗрентет. Ҫӗршывра, республикӑра иртекен конкурссене хастар хутшӑнаҫҫӗ ун патӗнче ӑс пухакансем.
Алена Артемкина, Святослав Петров, Вадим Владимиров