Илемлӗ декорацисем, пуян костюмсем, юрӑ-ташӑ - йӑлтах тыткӑнлаҫҫӗ. Хӑйне евӗр спектакле лартакан Рустампа Елена Саиткуловсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ҫулталӑк хатӗрленнӗ. Сцена ҫинче мӗн пулса иртнине дефиле тени ахальтен мар. Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухакансем сӑнарсем валли ятарласа тумсем ҫӗленӗ. Ҫакӑ - вӗсен диплом ӗҫӗ. Пухӑннисем костюмсен эскизӗсемпе малтан театр фойинче йӗркеленӗ куравра паллашма пултарчӗҫ. Ӳкерчӗк ҫинчи пур сӑнар каярах сцена ҫинче чӗрӗлчӗ. Кӑтарту вӗҫленсен студентсене Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова саламларӗ, ҫамрӑксен ӑсталӑхне палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех проект авторӗсене - Еленапа Рустам Саиткуловсене министерствӑн тав хучӗпе чысларӗ.
Диана Иванова, Юрий Стифонов