Пукане театрӗн артисчӗ Алина Каликова ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Алина Каликован пултарулӑхне кӑмӑллакансем "Кукамай арчи яланах тулли пултӑр" ятпа йӗркеленӗ юбилей каҫне пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче иртрӗ. 

Пукане театрӗн сцени ҫинче Алина Каликова 30 ҫул ытла вылять. Ҫак тапхӑрта вӑл 130 ытла спектакальте 200-е яхӑн роль калӑпласа пӗчӗк куракансене тыткӑнланӑ. Уява пуҫтарӑннӑ хӑнасем Алина Ивановна ҫав тери ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ, талантлӑ, сӑпайлӑ ҫын пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Вӑл чӑнласах та пукане театрӗнче вылямалли артист пулса ҫуралнине палӑртрӗҫ. Республикӑн культура министерствин, Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен канашӗн председателӗн тав хучӗсене парса хавхалантарчӗҫ тата нумай ҫул куракансене савӑнтарма сунчӗҫ. 

Алина Каликова кашни роле чӗри витӗр кӑларать. Вӑл хамӑр республикӑри пӗчӗк куракансене ҫеҫ мар, ытти регионти ачасене те пӗрре мар тыткӑнланӑ. Чи асра юлакан сӑнарсем "Итлемен чӑх чӗппи", "Уйӑх ҫинчи хӗр", "Чи пысӑк юлташ", "Компьютер шӑшийӗ", "Сарпике", «Шупашкар юмахӗ" спектакальсенче. Юр пике рольне вара 30 ҫул ытла вылянӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗпе пӗрле халӑхсем хушшинчи тата Раҫҫей шайӗнчи фестивальсемпе конкурссене час-часах тухса ҫӳренӗ, малти вырӑнсене йышӑннӑ. 

Алина Каликова ҫитӗнӳпе лӑпланса ларакан артист мар. Вӑл яланах мӗн те пулин ҫӗнни, кӑсӑкли шырать. Юлашки вӑхӑтра сывлӑх енчен хавшак ачасемпе нумай ӗҫлет: пӗрле спектакльсем лартаҫҫӗ, фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ, ыттисенчен нимпе те кая маррине ҫирӗплетеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин