Кӑҫалхипе 30-мӗш хут иртекен конкурсра "Ылтӑн маскӑна" тивӗҫес тесе ҫӗршыври 40 драма тата музыка театрӗ тупӑшнӑ. Уйрӑм номинацисенчи ӑмӑрту та хӗрӳ: 184 сцена ӳнерӗн ӗҫченӗ Раҫҫейри наци театр премине илме хатӗр тесе шутлать. Анчах хаклав ушкӑнӗ сумлӑ Парнене чи пултаруллисене уйӑрса илсе парать. Вӗсем - режиссёрсемпе актёрсем, драматургсемпе композиторсем, сценографсемпе костюм хатӗрлекенсем.
"Лир патша" спектаклӗн ӳнерҫисем - Юрий Сучковпа Эмиль Капелюш, Питӗр хулинчен ятарласа чӗнсе илнӗ художниксем. Эмиль Борисович Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчи, Европӑри, Америкӑри, Китайри, Кӑнтӑр Корейӑри театрсем валли 300 ытла спектакль илемлетнӗ. Юрий Александрович - циркпа кино артисчӗ, 20 ҫула яхӑн театрсемпе киностудисенче сценограф тата тум хатӗрлекен художник пулса ӗҫлет.
"Лир патша" спектакле Пукане театрӗ шӑп ҫулталӑк каялла куракан умне кӑларнӑччӗ. Ӗмӗрхи ыйтусене ҫӗклесе ҫитӗннисен пурнӑҫӗнчи пӑтӑрмахсене хӑйсен чӗлхипе каласа паракан пуканесем - чӗрӗ пекех: вӗсене эпир те, ҫитӗннисем, ача пек ӗненетпӗр. Лир патша куракансем хушшинчен тухать те пире асамлӑ майпа хӑйӗн шӑпин пӗр пайӗ туса хурать. Юрий Сучков художникпа Эмиль Капелюш сценограф ӗҫӗ тӳрех асӑрхамалла курӑмлине премьерӑрах палӑртнӑччӗ куракансем. Артистсем пуканесене каркӑҫ хыҫне пытанмасӑр выляттараҫҫӗ. Лир патшана пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов сӑнарлать. Режиссёр хайлава лартма мар, шӑпах ҫак роле калӑплама тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Эпир вара, театр асӑннӑ конкурса харӑсах 4 номинацире хутшӑннӑран, артистсем те "Ылтӑн маскӑпа" таврӑнасса шаннӑччӗ.
Шекспир хайлавӗн сюжетне пурте астӑваҫҫӗ ӗнтӗ: Лир виҫӗ хӗрне качча парса патшалӑхне вӗсене пайласа парасшӑн. Аслисен, Гонерильӑпа Реганӑн, чӗлхи пыл та ҫу. Кӗҫӗнни вара, Корделия, юри мухтав юрри юрламасть, ашшӗне ҫуратса ӳстернӗшӗн тав туса юратать. Аслӑ хӗрӗсен пылак сӑмахӗсемпе суккӑрланнӑ патша кӗҫӗннине кӳренсе нимсӗр хӑварать. Анчах ултавҫӑ хӗрӗсем ӑна шар кӑтартаҫҫӗ. Корделия вара пӗччен юлса асаппа ӑсран тайӑлнӑ ашшӗне шыраса тупса пулӑшасшӑн. Каварлӑ аппӑшӗсем ӑна вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те пурлӑх ӑшӗнче ыр курса телейлӗ пулаймаҫҫӗ. Кӗвӗҫ Гонерилья Реганӑна наркӑмӑш парать, хӑй те вилет. Аслӑ хӗрӗн ролӗнче - Елена Хорькова Чӑваш халӑх артисчӗ.
Ҫак трагедие паянхи куракан умне кӑларса Борис Манджиев режиссёр хальхи ҫамрӑксене пурнӑҫри кивелми хаклӑхсем ҫинчен шухӑша ярасшӑн. "Ҫынсем, вӑранӑр, упрӑр пӗр-пӗрне, вара этем выльӑха ҫаврӑнмӗ", - ҫапла калаҫҫӗ пек пире пуканесем. "Мана ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене, вӗсем пӗр-пӗрне инкек патне ҫитерме пултарнине тӗпчеме кӑсӑклӑ, - тет Борис Наминович. - Ҫемьери телей кӑкшӑмӗ ӳксе вансан, тепре пуҫтарса ҫыпӑҫтарма пулӗ-и ӑна? Ку сан тавралӑхна мӗнле улӑштарӗ, тӗнчене епле витӗм кӳрӗ?" Ҫак шухӑшсене режиссёр хальхи ӑру патне ҫӗнӗлле майпа илсе ҫитерет.
Спектакле ҫӗнӗ сезонта та Пушкин карттипе курма пулӗ: аслӑ классенче вӗренекенсемпе студентсем ӑна малтанах хапӑлласа йышӑннӑччӗ.
Марина Карягина, Игорь Ульянов, Святослав Петров