Геннадий Айхи пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ экспозицисем яланах поэта ҫӗнӗ енчен уҫма май параҫҫӗ. Ку курав сӑвӑҫ пурнӑҫӗнчи тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ тапхӑрӗсем ҫинчен каласа кӑтартать: Литература институтне вӗренме тухса кайичченхи тата 80-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Чӑваш Ене тӗнче поэзийӗн сывлӑшне илсе килнӗ вӑхӑт.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ҫӗньялта ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Геннадий Петӗр Хусанкай патне ҫыру ҫырать, унпа пӗрле икӗ сӑввине ярса парать. Паллӑ поэт пултаруллӑ ачана хурав парать те вӗсем Шупашкарта тӗл пулаҫҫӗ, пӗрле сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ҫапла пуҫланнӑ Патӑрьелти педагогика училищи хыҫҫӑн Мускава, Литература институтне илсе ҫитернӗ ҫул. Поэзин ансат мар ҫулне суйласа илсе ун тӑрӑх пӗр иккӗленми, ниҫта пӑрӑнми утнӑ Айхин шӑпи ҫӑмӑл пулман. Ҫав вӑхӑтра вулама чарнӑ Борис Пастернакпа ҫывӑх пулнӑшӑн вӑл тӑван тӑрӑха та килсе ҫӳреймен. Ниме пӑхмасӑр хӑйӗн Чӑнлӑхӗ енне утнӑ.
Айхи ҫав тапхӑрта та Чӑваш Енри чи шанчӑклӑ тусӗсемпе ҫыхӑну татман. Хамӑрӑн чи пултаруллӑ сӑвӑҫсене ытти чӗлхесене куҫарас енӗпе ӗҫленӗ, ушкӑн чӑмӑртаса тӗнче классикине чӑвашла куҫарнӑ.
Курава Геннадий Айхин ентешӗсем те ҫитнӗ. Ҫӗньялта 6 ҫул каялла поэтӑн паркне тума пуҫланӑ: унта литература уявӗсем йӗркелеҫҫӗ. Патӑрьел округӗнчи вӗрентӳ пайӗ шкул ачисем хушшинче ҫуллен унӑн сӑввисене виҫӗ чӗлхепе вулакансен ӑмӑртӑвне ирттерет. Малтан пӗтӗм тӗнче Айхин вырӑсла сӑввисене куҫаратчӗ, юлашки вӑхӑтра чӑвашла ҫырнисемпе кӑсӑкланакансем те йышлӑ. Нумай пулмасть шведла, китайла сӑвӑ пуххисем тухнӑ. Ку ӗҫре тӑлмачӑсене поэтӑн йӑмӑкӗ, Ева Лисина ҫыравҫӑ та нумай пулӑшать.
Лисинсен ҫемйи пирки калас пулсан, ҫак вӑрттӑнлӑха та уҫмалла: пиччӗшпе йӑмӑкне, икӗ ҫыравҫа, яланах тепӗр пӗртӑванӗ, чире пула ача ӑсӗпе юлнӑ таса чунлӑ, тӗрлӗ сӑрра кӑмӑлне кура хутӑштарса ӳкерме юратакан Луиза пулӑшса, вӑй парса пынӑ иккен. Ку - уйрӑм тӗпчев теми.
Марина Карягина, Виктор Степанов