Питӗрте пурӑнакан чӑваш художникӗсем Шупашкарта курав уҫма хатӗрленеҫҫӗ

Вӗсен йышӗнче Анатолий Рыбкин та. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш халӑх тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн ҫӗнӗ картинисем мӗнле ҫуралнине сӑнарӗ.

40 ҫул ытла Питӗр хулинче пурӑнать пулин те, Анатолий Рыбкин тӑван тӑрӑха тӑтӑш килсе ҫӳрет. Тӗнчен кирек хӑш кӗтесне ҫитсен те, ӑна ҫуралса ӳснӗ ҫӗр хӑват парса тӑрать пулас. Ҫуркунне уйрӑмах. "Ҫут ҫанталӑк тӗлӗнмелле асампа чӗрӗлет, ҫулҫӑ сарать, ҫеҫке ҫурать, ҫимӗҫ чӑмӑртама пуҫлать, кайӑксем ҫакна курса мухтав юрри шӑрантараҫҫӗ - ҫакӑ ӗнтӗ вӑл ниҫта та туянма май ҫукки", - тет ӳнерҫӗ ҫурхи кун илемӗнче ҫӗр-пин тӗрлӗ тӗлкӗшӳ асӑрхаса. Питӗрте Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ темиҫе художник пурӑнать. Вӗсем Шупашкарта хӑйсен ятарлӑ куравне уҫасшӑн. Анатолий Рыбкинӑн темиҫе ҫӗнӗ ӗҫ хатӗр те ӗнтӗ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев