Питӗр мӑнаҫлӑхне сӑнлакан ӳкерчӗксем

Питӗр хулинче Канашра ҫуралса ӳснӗ Валерий Александров ӳнерҫӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна вӑл хӑй пурӑнакан Нева ҫинчи хулапа ун таврашне халалланӑ.

Национальнӑҫсен ҫуртӗнче уҫӑлнӑ курав Валерий Александровӑн иртнӗ ҫулсенче тунӑ ӗҫӗсемпе паллаштарать. Акварель тата гризайль техникине пахӑнса ӳкернӗскерсем Питӗр мӑнаҫлӑхӗпе тата ун таврашӗнчи илемлӗ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ. Шупашкарти ӳнер училищине пӗтернӗ художник куравра тӑван халӑх культурин уйрӑмлӑхӗсене те кӑтартнӑ. Кун евӗр курав вӑл ҫак ҫуртрах 2015-мӗш ҫулта Чӑваш Автономийӗн 95 ҫулне халалласа ирттернӗччӗ. Питӗрте аслӑ ӳнер училищине пӗтерсен Валерий Викторович художник-архитектор Ленинград тӑрӑхӗнчи чиркӳсемпе ытти паха историллӗ ҫуртсене реставраци тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл янтарь касакан ӑста дизайнер шутланать. Ҫӗршывӗпех паллӑ "Янтарь пӳлӗмне" ҫӗнетме хутшӑннӑ, чылай паллӑ салонсемпе ҫуртсене илемлетнӗ. Пултаруллӑ ӳнерҫӗн куравӗпе юпа уйӑхӗн 13-мӗшчен паллашма пулать.

Алексей Енейкин