Петӗр Хусанкая халалласа Литература музейӗ флешмоб пуҫарнӑ  

Чӑваш тӗнчи Петӗр Хусанкай Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Шупашкарти литература музейӗ "Хусанкая вулатпӑр" флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать: сӑвӑҫӑн хайлавне вуласа ӳкерӗнмелле те ӑна "Вконтакте" е "Инстаграм" социаллӑ сетьсенче вырнаҫтармалла.

Ҫак акцие хутшӑнакансем ҫӗршывӗпех: чӑваш пур ҫӗрте те пурӑнать. Петӗр Хусанкайӑн хайлавӗсене нумай чӗлхене куҫарнине шута илсен, урӑх халӑх ҫыннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Литература музейӗн ертӳҫи каласа панӑ тӑрӑх, чи малтан пуҫаруҫӑсем Чӑваш халӑх поэчӗн ывӑлне, Атнер Хусанкая, вулава хутшӑнма сӗннӗ. Вӑл ашшӗн "Малалла-ха пурнӑҫ, малалла" сӑввине каланӑ.

Паянхи куна акцие 50 яхӑн вулакан хутшӑннӑ. Уйрӑмах вулавӑшсенче ӗҫлекенсемпе вӗрентекенсем, шкул ачисем хастар. Ытларахӑшӗ "Мехел", "Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере", "Эп - чӑваш ачи", "Тӑван ҫӗршыв" сӑввисене, "Аптраман тавраш" сӑвӑлла романпа "Таня" поэмӑн сыпӑкӗсене суйласа илеҫҫӗ. Акци ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш чӗлхи кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ. 

Марина Карягина, Дмитрий Макаров