Петӗр Хусанкай ячӗпе хисепленекен культура керменӗнче халӑх театрӗ сцена ҫине ҫӗнӗ спектакльпе тухрӗ

Ӑна Борис Васильевӑн "А зори здесь тихие" повӗҫӗ тӑрӑх Владимир Егоров лартнӑ. Режиссёрпа артистсем каланӑ тӑрӑх, ку хайлав паянхи кун та куракан чӗрине вӑйлӑ хумхантарма тивӗҫ. 

"Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑччӗ" хайлава чӑвашла кӗнекен те кӑларнӑ, Иван Иванов Чӑваш халӑх артисчӗ куҫарнӑ, вӑлах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑччӗ. 1969-мӗш ҫулта "Юность" журналта пичетленнӗренпе ҫӗршыври чылай кино тата театр режиссёрне интереслентерсе янӑ кашни ҫын чӗрине пырса тивекен повесть. Килес ҫул унӑн авторӗ Борис Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫул, хайлава ҫырнӑранпа 50 ҫул ҫитет, ҫав сӑлтавпа Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ шӑпах асӑннӑ спектакле паянхи куракана сӗнет. 

Федот Васков старшина сӑнарне Владимир Егоров Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ чухнех чӗри варрине илнӗ: студентсен диплом ӗҫӗ пулнӑ вӑл. Ҫавӑнтанпах режиссёрӑн "Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑччӗ" спектакле чӑвашла лартас килнӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарта Валерий Калитов ӗҫтешӗпе пӗрле театр йӗркелесе янӑ вӑл, анчах ун чухнехи куракан урӑхларах спектакльсем кӗтнине шута илме тивнӗ. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи халӑх театрӗн ертӳҫинче Владимир Евгеньевич виҫӗ ҫул. Ку - унӑн пӗрремӗш спектаклӗ. 

Татьяна Матросова студент калӑплакан Рита Осянина - 20 ҫулта, кӗҫӗн сержант - отделени командирӗ. Мӑшӑрӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, ывӑлне чирлӗ амӑшӗ пӑхать. Ҫамрӑк хӗрарӑмӑн старшинаран вӑрттӑн ачи патне ҫӳреме тивет. Пурте аван пӗлекен пьесӑн сюжечӗ мӗнле аталанни ҫинчен каласа пама кирлӗ мар ӗнтӗ. Юратма, качча кайса ача-пӑча ҫуратса ӳстерме ҫут тӗнчене килнӗ 5 хӗрӗн тата вӗсен командирӗн шӑпи никама та лӑпкӑ хӑвармасть. Тискер вӑрҫӑ вӗсен мӗнпур хитре ӗмӗтне хӗрхенӳсӗр кустӑрми айне пӗтӗрсе чикет, чи хаклине, пурнӑҫне, туртса илет. 

Нина Егорова халӑх театрӗн сцени ҫинче - 30 ҫул майлӑ. "Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑччӗ" спектакльте вӑл Галя Четвертак сӑнарӗнче. Ушкӑнра Галя чи кӗҫӗнни. Ача ҫуртӗнче ӳснӗскер, таса чунлӑ айван хӗрача, ҫара хӑйне икӗ ҫул аслӑрах кӑтартнипе кӑна лекеет. Мӗн вӑй панӑ вӗсене, тӗнчипе хуҫа пулма шут тытнӑ хаяр тӑшмана хирӗҫ кӗрешме ӑҫтан тупӑннӑ ҫирӗплӗхпе паттӑрлӑх?

Ҫитес вӑхӑтра спектакле Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курма пулать. Пушкин карттипе те кӗртеҫҫӗ.

 

Марина Карягина, Святослав Петров