Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче патриотизм каҫӗ иртрӗ

Ӑна 1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ тата халӗ Ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑх кӑтартакан салтаксене халалларӗҫ.

Тӗрлӗ ӗмӗрте Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксене, паянхи кун та Ятарлӑ ҫар операцийӗнче тӑшманпа кӗрешекен ентешсене халалланӑ каҫра Петӗр Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнчи И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ чӑваш халӑх театрӗн артисчӗсем Борис Васильев фронтовик ҫыравҫӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ "А зори здесь тихие" (Шурӑмпуҫӗ кунта лӑпкӑ) спектакль кӑтартас терӗҫ.

Чӑваш халӑх театрӗн режиссёрӗ - Владимир Егоров радиожурналист, пурте пӗлекен "Ялтан яла" кӑларӑма ертсе пыраканӗ. Спектакльте вӑл хӑй те вылять: Васков старшина. Вӑл "Шурӑмпуҫӗ кунта лӑпкӑ" спектакль паянхи кураканшӑн нихҫанхинчен ӑнланмалла тесе шутлать.

Патриотсем ҫак каҫа Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан кӗмӗл волонтёрсене йыхравланӑ. Вӗсем пурте вӑй ҫитнӗ таран хамӑрӑн салтаксене пулӑшса тӑраҫҫӗ. Комсомольски тӑрӑхӗнчи Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи "Шанчӑклӑ тыл" ятлӑ волонтёрсен ушкӑнне ертсе пыракан Владимир Воронов истори учителӗ чун-чӗрене тивекен витӗмлӗ сӑмахсемпе куҫҫуль кӑларчӗ, нумай пулмасть 92 ҫула ҫитсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, салтаксене ялан пулӑшса тӑнӑ Анна Владимировна, Анюк аппа ҫинчен каласа пачӗ.

Пётр Ильин радиожурналистӑн ашшӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ. Пархатарлӑ ывӑлӗ паттӑр ашшӗне халалланӑ юрра юрларӗ.

Пӗр ыратупа, пӗр шухӑшпа, пӗр тӗллевпе пуҫтарӑннӑ куракансем ҫак каҫ ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласса ҫирӗппӗн ӗненчӗҫ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков.