Пӗтӗм районшӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑ

Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче Канаш районӗн тӗп библиотеки юсаса илемлетнӗ ҫурта куҫнӑччӗ. Пултарулӑхпа ӑс-хакӑл центрӗ пулса тӑнӑ ҫӗнӗ ӑру вулавӑшӗ мӗнле ӗҫленине пӗлес тесе, пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шӑхасана ҫитрӗ. 

Ҫак ҫурт 200 ҫул ытла ларать, кунта малтан шкул вырнаҫнӑ, иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ. Пӗлтӗр ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн чаплӑ техникӑпа, сӗтел-пуканпа пуянлатнӑ та, вӑл "Ҫӗнӗ ӑрӑвӑн тӗслӗхлӗ библиотеки" пулса тӑнӑ. Пӳлӗмсем ҫутӑ та хӑтлӑ. Ватти-вӗтти валли тӑтӑшах интереслӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Шӑхасан ял тӑрӑхӗшӗн анчах мар, пӗтӗм районшӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑ ҫӗнӗ тӗслӗхлӗ библиотека. Унӑн ӗҫ планӗнче мӗнпур ӳсӗмрисем валли кӑсӑклӑх тупӑнать.

Марина Карягина, Михаил Солин