Пӗрремӗш хут Шупашкарта "Ылтӑн маска" Раҫҫей театр премийӗн тӳрисем

Вӗсем Чӑваш патшалӑх Пукане театрӗ лартнӑ "Король Лир" спектакле тишкерсе хак пачӗҫ. 

Шекспир пьеси тӑрӑх лартнӑ постановкӑна 2022-2023-мӗш ҫулсен сезонӗн пӗтӗмлетӗвӗпе "Ылтӑн маска" театр премине илме тӑратнӑ. Чӑваш пуканеҫисен ӗҫне харӑсах 4 номинацире хак параҫҫӗ. Ку вӑл - "Чи лайӑх спектакль", "Режиссерӑн чи лайӑх ӗҫӗ", "Ӳнерҫӗн чи лайӑх ӗҫӗ" тата "Актерӑн чи лайӑх ӗҫӗ". Халиччен спектакльсене Мускавра курса хакланӑ, кӑҫал вара экспертсем ҫӗршыври театрсем тӑрӑх хӑйсем ҫӳреҫҫӗ. Сумлӑ фестивале пуҫарса янӑранпа кӑҫал 30 ҫул ҫитнӗ, анчах Чӑваш Енре лартнӑ постановкӑсем пӗрре те номинацисене лекмен. Ҫавӑнпа та хальхинче ҫак хисеплӗ йыша кӗме пултарни хӑйех пысӑк ҫитӗнӳ. Артистсемшӗн те жюри умне тухасси уйрӑмах пӑлхануллӑ. 

"Король Лир" пьесӑна чӑваш сцени ҫине кӑларас шухӑш Пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫин Юрий Филипповӑн ҫуралнӑ. Ҫак ӗмӗте вӑл хӑйӗн ҫавраҫулӗ тӗлне пурнӑҫлас тенӗ. Спектакле лартма ятарласа ушкӑн чӗнсе илнӗ. Режиссерӗ - Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев, илемлетекенӗ - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Эмиль Капелюш, пуканесем тӑваканӗ - Питӗртен килнӗ Юрий Сучков. "Культура малой Родины" федераци проекчӗпе лартнӑ спектакль премьери 2023-мӗш ҫулти ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Ку постановка республикӑри "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсра кӑҫал Гран-прие тивӗҫнӗ. 

Ҫӗршывӗпе кӑҫал "Ылтӑн маска" Раҫҫей Наци театр Премине илме тӑратнӑ 56 постановкӑна хак парӗҫ. Вӗсенчен 6-шӗ - пуканесемпе выляса лартнисем. Ҫӗнтерӳҫӗ-постановкӑсен ячӗсене ҫу уйӑхӗнче Мускавра иртекен чыславра палӑртӗҫ. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов