Пӗрре курсах хӑй тыткӑнне илет

Шупашкарта авалтан пыракан ӑсталӑха упраса хӑварас ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.

97 ҫул каялла Чăваш Енре «Паха тӗрӗ» - ал ӑсти промыслисен фабрики йӗркеленнӗ. Паян вара çак фирма япалисене тӗнчипех лайӑх пӗлеҫҫӗ. Авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑлисемпе хавхаланса тунӑ тумтир, кил илемӗ, парне, чӑваш чунне те, урӑх халӑх ҫыннисене те пӗрре курсах хăй тыткӑнне илет. Тӗрӗ музейне пухӑннисем — фабрикӑра вӑй хуракансем те, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ал ӑстисем те, малалла мӗнлерех утӑмпа тата хӑш ҫулпа утмалли ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ. 

 

Александр Осипов Семён Антонов