Пӗр саспаллире - тӑван халӑх тӗнчи

Иван Яковлев пирӗн халӑха парнеленӗ ҫӗнӗ ҫырулӑх кӑҫал 150 ҫул тултарать. Ҫак пулӑма халалласа Чӗмпӗр хулинчи хастар ентешсем чӑваш алфавичӗн палӑкне лартма шутланӑ.

 Пархатарлӑ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртес ӗҫе кирек кам та хутшӑнма пултарать.

Чӑваш алфавитне халалланӑ палӑк "Ӑ" саспаллине аса илтерет. Унӑн ҫӳллӗшӗ 2 метра яхӑн пулмалла, сарлакӑшӗ 2 те 25. Асӑну паллине Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Проект авторӗ - чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ Виктор Егоров (Аванмарт) скульптор. Малтанласа конкурса 4 ӗҫ тӑратнӑ пулнӑ. Комисси вара пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак скульптура ҫинче чарӑннӑ. Тӑван ҫырулӑхӑн 150 ҫулне халалласа палӑк лартасси - Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн пуҫарӑвӗ. Унӑн ертӳҫи Олег Мустаев халӑха ниме мелӗпе ҫак сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма чӗнсе малтанах хӑй ҫавра сум кӑларса хунӑ. Ырӑ тӗслӗхе ытти йӑхташсем те хапӑлласа йышӑннӑ. Иртнӗ кунсенче вара Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев та, унпа пӗрлех тӗрлӗ министерствӑра ӗҫлекенсем те ҫак ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

 

Алексей Енейкин, Эльвира Шахова, Сергей Свешников, Диана Иванова, Игорь Ульянов