Ҫак куна пӑрӑнтӑксем тахҫанах кӗтнӗ. Культура ҫурчӗн алӑкӗ хупӑннӑран, кунти халӑх 20 ҫул ытла пӗрле пухӑнайман. Ялта нимӗнле ӗҫ-пуҫ та иртмен. Ҫавӑнпа ял-йыш пурнӑҫа тӗпрен улӑштарма шут тытнӑ - клуб ӗҫне пуҫарса ярас тенӗ. Строительство лаптӑкӗнче ватти те, вӗтти те тӑрӑшнӑ. Кам материалпа тивӗҫтернӗ, кам алла пӑчкӑ-пуртӑ тавраш тытнӑ.
Ял-йыш юрӑхсӑра тухнӑ урай хӑмисене улӑштарнӑ. Юхӑннӑ икӗ кӑмакана пӑсса ҫӗннисене купаланӑ, фойене тирпейленӗ. Малашне клуб халӑхшӑн тӗл пулу ҫурчӗ пулса тӑрӗ, кунта пӑрӑнтӑксем пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе тӗрлӗ йышӑнусене пуҫтарӑнса сӳтсе явӗҫ. Зала илем кӗртме тӗрлӗ вӑхӑтри сӑн ӳкерчӗксемпе, тӗрӗ-эрешпе, ал ӑстисен япалисемпе усӑ курнӑ. Кунтах музей кӗтесӗ йӗркеленӗ. Культура ҫурчӗн алӑкне вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура купӑсҫӑсен тупӑшӑвне йӗркелесе уҫрӗҫ.
Конкурс тӗрлӗ ӑрури ӑстасене пӗрлештерчӗ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пулчӗҫ. Фестивале малтанласа муниципалитет шайӗнче кӑна ирттерме шутланӑ пулнӑ. Анчах заявкӑсем ытти округсенчен те килсе ҫитнӗ. Профессионалсем те, ҫак халӑх инструменчӗпе хӑй тӗллӗн калама вӗреннисем те куракансене пӗр пек тыткӑнларӗҫ. Уяв пуҫламӑшӗнчех Николай Пыркин баянист залра ларакансен кӑмӑлне ҫӗклентерсе ячӗ. Пӑрӑнтӑксем сцена ҫине тухакан кашни купӑсҫӑна нумайччен алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.
Конкурсантсем уйрӑмшарӑн та, ушкӑнпа та тупӑшрӗҫ. Сцена ҫинче тӗрлӗ вӑхӑтри кӗвӗсемпе юрӑсем вырӑсла та, чӑвашла та янӑрарӗҫ. Паллах, мӗнле уяв такмаксемсӗр?
Тӳресем чи пултаруллисене 13 номинацире палӑртрӗҫ. Вӗсене дипломсем тата парнесем парса чысларӗҫ. Гран-прине вара Антонпа Арсений Тихоновсем тата Виктория Кожанова тивӗҫ тесе йышӑнчӗҫ. Тӗп ҫӗнтерӳҫӗсем Николай Пыркинӑн сасӑ студийӗнче хӑйсен хайлавӗсене ҫыртарма пултарӗҫ. Красноармейски округӗнчи "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акци те ҫакӑнтах иртрӗ. Тӗрлӗ ертӳҫӗсем ял ҫыннисен Ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗсене пурнӑҫларӗҫ.
Леонид Петров, Николай Семенов